«Пушкин картти»
Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарăвĕпе йĕркеленĕ «Пушкин картти» авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Енре та ĕçлеме пуçларĕ. Çамрăксене культура учрежденийĕсене çӳреме май туса парать вăл. Кăçал картта çинче 3 пин тенкĕ пулсан, çитес çул 5 пин тенкĕ пулĕ унта.