ru24.pro
Новости по-русски
Сентябрь
2021

«Кашни ача валли пурнăç путевки»

Кашни ашшĕ-амăшĕ ачисене паха пĕлӳ пама тата тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтерме тăрăшать. Пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн утсса тухма шкул пысăк витĕм кӳрет. Паян Чăваш Ен тĕп хулинче «Кашни ача валли пурнăç путевки» ятпа вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕн пухăвне йĕркелерĕç. Вăл видеоконференци мелĕпе иртнĕрен ăна кашниех онлайн пăхма пултарчĕ.