ru24.pro
Новости по-русски
Сентябрь
2021

Шăмă сыппине юсани

Чарăнтăн пулсан — яланлăхах тăрса юлма пулать. Хирургсемшĕн ку каларăш — тĕп вырăнта. Çавăнпа та вĕсем ĕмĕрĕпех вĕренеççĕ. Федерацин травматологипе ортопеди центрĕнче тăрăшакан хирургсем Питĕр профессорĕпе тачă çыхăнура. Рашид Тихиловран вĕренмелли нумай, теççĕ вĕсем. Паян вăл Шупашкарти ĕçтешĕсемпе пĕрле кăткăс операци ирттерчĕ.