Пĕрремĕш хут шкула вĕрентекен пулса
Тин çеç алла диплом илнĕ пике - Евгения Мальчугина та кăçалтан тăван шкулта ĕçлеме пуçлать. Шупашкарти 1-мĕш гимназире иртнĕ унăн ачалăхĕ. Студент кунĕсем те иртсе кайна ĕнтĕ. Пĕрремĕш шăнкăрава вара вăл пĕрремĕш класа каякан ача пекех пăлхануллă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илчĕ.