«Паттăрлăх урокĕ»
Çамрăксене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем, Çĕнтерĕве çывхартнисем çинчен нумайрах каласа памалла. Çак тĕллевпе йĕркелеççĕ те пĕлӳ кунĕнче «Паттăрлăх урокне». Шупашкарти «Атăл» шырав клубĕн пайташĕсемпе волонтерсем «Шупашкар — ĕç мухтавĕн хули» урокра çĕннине нумай пĕлчĕç.