Хĕрлĕ автан алхаснă
Ĕнер Çĕнĕ Шупашкарти Совет урамĕнчи 14-мĕш çуртра пушар тухнă. Çулăм çурт тăрринче амаланса вăй илнĕ. 31 пушар техники, 75 çăлавçă икĕ сехете яхăн кĕрешнĕ унпа. 56 çынна эвакуациленĕ. Телее, пушарта суранланнă çынсем çук. Пурăнмалли кĕтессĕр тăрса юлнăскерсене малалла мĕн пуласси уйрăмах пăшăрхантарать.