Пултаруллă çамрăксене тĕрев памалла
Шупашкарта çеç искусство енĕпе хушма пĕлӳ паракан 13 учреждени ĕçлет. Кунта ӳнер, музыка тата искусство шкулĕсем кĕреççĕ. Вĕсенче 8 пин ача хăй пултарулăхне туптать. Вĕсене ăсталăхне малалла аталантарма пулăшасси пирки правительство çуртĕнче иртнĕ çавра сĕтел вăхăтĕнче калаçрĕç.