Кавир çинче — спортсменсем
Пирĕн тепĕр репортаж геройĕсемшĕн спорт пурнăç тĕллевĕ мар, чун киленĕçĕ, вĕсем професси пĕлĕвĕ илеççĕ е ĕçлеççĕ, пушă вăхăтра вара кĕлеткине пиçĕхтереççĕ. Апла пулин те çамрăксен спартакиадинче Олимп вăййинчи пекех хĕрӳ туйăмсем хуçаланчĕç. Çакна Татьяна Воронова çирĕплетме пултарать.