Парăмсене татĕç-и?
Çутçанталăк газĕпе усă куракансен йышĕ çулран çул ӳссе пырать. Çĕнĕ çуртсем, микрорайонсем çĕкленеççĕ, промышленность предприятийĕсем аталанаççĕ - вĕсене пурне те «кăвак çулăм» кирлĕ. Анчах та ырлăхпа усă курнăшăн вăхăтра укçа-тенкĕ тÿлемеллине хăшĕ-пĕрисем асра тытмаççĕ. Муниципалитетсен çулран çул тăсăлакан парăмĕсем ӳссех пыраççĕ. Ăшăтмалли çĕнĕ тапхăра хатĕрленме те калăпашлă укçа тенкĕ кирлĕ. Лару-тăрăва Правительсто çуртĕнче тишкерчĕç.