ru24.pro
Новости по-русски
Июль
2021

Шыв хĕрринче тимлĕ пулмалла

Хĕвел хĕртнĕ вăхăтра чылайăшĕ шыва кĕме, кимĕсемпе ярăнма кăмăллать. Çемьепе пĕрле çыран хĕрринче канни – çуллахи вăхăтра чун йăпатмăшĕ.  Çапах та çак киленĕç хăш чухне хăрушă инкек патне илсе çитерме пултарать.  Çак авăра çакланас мар тесен шыв хĕрринче хăрушсăрлăх йĕркине кашнийĕнех пĕлмелле кăна мар, çирĕп пăхăнмалла та.