Çамрăк паттăр çăлавçă пуласшăн
Пĕр пăт тăвар çисен те çыннăн мĕн пур вăрттăнлăхне пĕлсе çитерейместĕн. Элĕк районĕнчи çамрăксене шывра тухнă инкек тата та çывăхлатнă. Паттăр яш-кĕрĕм «Вĕри чĕре» кăкăр палли илме те тивĕçнĕ, вĕсенчен пĕринпе Алексей Григорьевпа тĕл пулма пирĕн пултарулăх ушкăнĕ Элĕк районĕнчи Анаткаса çитрĕ.