Чăваш Енре «Атăлçи» экспедицийĕ пулчĕ
Чăваш Республикинче «Атăлçи» экспедицийĕ пулчĕ. Ăна «Раççейри илемлĕ ялсемпе хуласем» пĕрлешӳ йĕркеленĕ. 19 куна палăртнă экспедицин тĕп тĕллевĕ — çĕршывра туризма аталантарасси. Çул çӳрев тăршшĕ 4700 çухрăмпа танлашать. Вăл Раççейри 11 региона çыхăнтарать. Чăваш Енре хăнасем республикăн çурçĕр районĕнчи ялсемпе хуласене çитсе курчĕç.