ru24.pro
Новости по-русски
Июнь
2021

Кашмашри шкул хута кайĕ-и?

Муркаш районĕнчи Кашмаш ялĕнче çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче шкул хута каймалла. Анчах та паян палăртнă ĕçсен 45 процентне çеç пурнăçланă. Унсăр пуçне шкул патне пыракан çул тĕлĕшпе те ыйтусем пур. Асăннă шкулта ачасен кăçал партта хушшине ларма май килĕ-и? Вĕрентӳ, сывлăх сыхлавĕ, строительство тата çул-йĕр тытăмĕнчи патшалăх тата муниципалитет ĕçĕсене пурнăçлас ыйтăва паян Республика ертӳлĕхĕн ларăвĕнче сӳтсе яврĕç.