Нумай çул усă курман çĕрсене ĕçе кĕртеççĕ
Ял хуçалăх çулĕн ăнăçлăхĕ çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра та пахалăхлă ирттернинчен килет. Ку енĕпе çĕр çыннисем тăрăшсах тар тăкаççĕ-ха. Çавăн пекех республикăра нумай çул сухаламан лаптăксене ĕçĕ кĕртес енĕпе те тимлеççĕ. Çак ыйтăва Чăваш Ен ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Улатăр тата Пăрачкав районĕсене çитсе килнĕ май сÿтсе яврĕ.