Çĕр çыннин ларма вăхăт çук
Кăçал Чăваш Енре пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 204 пин ытла гектар çинче акса хăварнă. Ку пĕлтĕрхи кăтартуран 5,4 процент ытларах. Елчĕксен çурхисене хальхинче 15 пин ытла гектар çинче пухса илмелле пулать. Канашсен те лаптăк пысăк — 14 пин ытла гектар. Хĕрлĕ Чутайра тата Шăмăршăра уй-хир карапĕсене кăçал 3 пин ытларах гектар çинче çеç курма пулĕ.