Лагерьсем ĕçлеме пуçларĕç
Çуллахи канмалли кунсене ачасем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Пĕрисем аслашшĕ-асламăшĕ патне яла васкаççĕ пулсан, теприсем вара суллахи лагерьте канма кăмăлаççĕ. Республикăри 15 лагерь ача-пăчана хăй ытамне йышăнчĕ, пĕрремĕш смена пуçланчĕ. Çак уява вĕрентÿ министрĕ Алла Салаева та хутшăнчĕ, ĕçлĕ çулçÿревпе «Звездочка» лагере çитсе курчĕ, ачасемпе тата вожатăйсемпе хутшăнчĕ.