Çĕршыв хӳтĕлевçисене ӳстереççĕ
Çамрăксем Тăван çĕршывăн чăн-чăн хӳтĕлевçи пулса ӳсчĕр тесен, вĕсен пĕчĕкренех куç умĕнче тивĕçлĕ тĕслĕх пулмалла. Çапла шутлаççĕ Суд йышăнăвне пурнăçа кĕртекен хĕсметре тăракансем. Вĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки шкул ачисене каласа пачĕç, шăпăрлансем валли ăмăртусем йĕркелерĕç.