Кивĕ çурт çĕнĕлле усă кÿрĕ
Шупашкар варринче ларакан пилĕк хутлă сарă çуртра хăй вăхăтĕнче республика Правительствипе Патшалăх Канашĕ вырнаçнă пулнă. Вунă çул ĕнтĕ вăл пушă ларать. Çын кĕрсе çӳремен çурт-таврашĕ паллах юхăнать. Çакна Шупашкар çыннисем те, хăнасем те кураççĕ. Хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтереççĕ. Ăна юсаса усă курмалла текенсем те, сӳтсе пăрахма сĕнекенсем те пур. Эрнекун вара çак ыйтăва республика ертӳлĕхĕ тишкерчĕ.