Ыйтăва уçăмлатма тӳрĕ лини пулăшать
Çĕкленекен нумай хутлă çуртра хваттер туянас тесен мĕн шута илмелле-ха? Енчен те хваттер уççине килĕшӳре палăртнинчен каярах парсан, вăхăт тăсăлнăшăн укçа шыраса илме пулать-ши? Çак тата ытти ыйтăва социаллă тетелти тӳрĕ эфирта уçăмлатма тăрăшрĕç. Калаçăва влаç тытăмĕнче ĕçлекенсем тата саккун йĕркине тимлекенсем хутшăнчĕç.