Депутатсем саккунсене çĕнетеççĕ
Вырăнти хăйтытăмлăх халăха чи çывăх ертӳлĕх пулса тăрать. Ял-хулари çулсем, çурт-таврашне хăтлăх кĕртесси, сывлăх сыхлавĕпе, вĕрентӳ ĕçĕпе тата ыттипе çыхăннă вуншар ыйту - çынсем кулленех тĕл пулаççĕ вĕсемпе. Çак ыйтусене татса пама пулăшасси вара - вырăнти хăйтытăмлăх тивĕçĕ. Унăн ĕçне пĕрмай çĕнетсе тăраççĕ. Паян Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессийĕнче вырăнти хăйтытăмлăх çинчен калакан саккуна каллех улшăнусем кĕртме йышăнчĕç.