Пуласлăха паян палăртаççĕ
Чăваш Ен тĕп хулинче тăваттăмĕш çул «Пулас ертӳçĕ шкулĕ» проект пурнăçа кĕрет. Унта хутшăннă Алексей Ляхов хăйĕн тĕллевне пурнăçланă. Халĕ вăл Шупашкарти 29-мĕш шкула ертсе пырать. Кăçал проекта хутшăнакан 14 çамрăк вĕрентекенĕн те кун пек шанăç пур.