«Çуркунне» ярмăркка
Çак канмалли кунсенче Шупашкарта ял хуçалăх таварĕсене сутмалли ярмăркка ĕçлеме пуçлать. Тĕп хулара кун валли тăватă вырăн хатĕрленĕ: «Николаевский» тата «Кăнтăр хĕвеланăç» суту-илӳ комплексĕсенче, «Амазони» паркра тата «Шупашкар» пасарта. Çакна хулара пурăнакансем сад-пахча ĕçĕ валли кирлĕ тавара йӳнĕ хакпа туянччăр тесе йĕркелеççĕ.