Çĕнĕ инвестицисем, шкула каясси, пушарта нуша курнисене пулăшасси çинчен
Кăçал республикăра инвестицисем иртнĕ çултинчен нумайрах пулмалла, 55 миллиард тенкĕ ытла. Çакă экономикăна аталанма май паракан çĕнĕ проектсем пурнăçланипе çыхăннă. Канашри хăвăрт аталану территорийĕнче çĕнĕ резидентсем ĕçлеме пуçламалла. Ку çеç те мар, сывлăх сыхлавĕнче, физкультурăпа спортра, вĕрентӳре те нумай объекта укçа хывĕç. Çакăн пирки республика ертӳлĕхĕ эрнесерен ирттерекен ларăвĕнче пĕлтерчĕç.