ru24.pro
Новости по-русски
Апрель
2021

Сĕт хакне чакармалла мар

Хальхи вăхăтра республикăра 86 пин пуç ĕне. Вĕсенчен 60% - хушма хуçалăхсенче. Вĕсенчен пуçтаракан сĕт хакĕ çу енне чакни халăха пăшăрхантарать. Ялта пурăнакан чылай çемьешĕн вăл тупăшăн тĕп çăлкуçĕ пулса тăрать-çке. Республика пуçлăхĕ Олег Николаев чĕртавар хакне çулталăк тăршшĕпех пĕр шайра тытса пыма майсем тупмаллине палăртрĕ. Çак ыйтăва Чăваш Ени ертӳлĕхĕн ларăвĕнче тишкерчĕç.