Президент хуравĕ
Паян 12 сехетре Раççей Президенчĕ Владимир Путин журналистсемпе тĕл пулчĕ. Аслă пресс-конференци кăçалхипе 16-мĕш хут иртрĕ. Пилек сехете яхăн пынă тĕлпулăва çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи тата чикĕ леш енчи 800 яхăн журналист хутшăнчĕ. Кăçалхи лару-тăрăва шута илсе вĕсем дистанци мелĕпе Мускав, Питĕр, Чулхула, Дон çинчи Ростов, Ставрополь, Владивосток тата ытти хуласенче ĕçлерĕç.