COVID-19-па кĕрешекенсене пулăшу
Пирĕн пурнăçа кăшăллă вирус килсе кĕнĕренпе çулталăк çитет ĕнтĕ. COVID-19-па аптăранисемпе чир ертме пултаракан çынсене сиплекен мĕнпур медицина ĕçченне хушма тÿлев парса хавхалантараççĕ. Чӳк уйăхĕнче тивĕçекен укçана пурне те панă ĕнтĕ. Раштавăн 25-мĕшĕччен асăннă уйăхшăн илĕç. Кун пирки правительство çуртĕнче иртнĕ тĕлпулура пĕлтерчĕç.