Уçă та тĕрĕс ĕçлемелле
Саккуна, йĕркене пăсакансене, коррупци çулĕ çине тăракансене çирĕп явап тыттармалла паллах. Анчах «кукăр алăсемпе» кĕрешессинче профилактика ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлине те манмалла мар. Кунта вара массăллă информаци хатĕрĕсен тӳпи те пысăк. Çак тата ытти çивĕч ыйтăва паян Чăваш Енри коррупципе кĕрешекен комисси ларăвĕнче пăхса тухрĕç.