Хлор шарши тавралăха сарăлнă
Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансем юлашки кунсенче тавралăха ырă мар шăршă сарăлнине асăрханă. Роспотребнадзор пăлхавлă шăнкăравсене шута илсе сывлăш экспертизи ирттернĕ. Тавралăхра хлор тата гидрохлорид хутăш шайĕ пысăккине палăртнă. Çак тĕлĕшпе халĕ хулари предприятисенче тĕрĕслев пырать. Малтанах яваплă ушкăн Çĕнĕ Шупашкарти чи пысăк пĕрлешĕве – «Химпрома» çитрĕ.