Ачалăх теçетки
Ачасен ыйтăвĕсене татса парас тесен вĕсене итлеме те, илтме те пĕлмелле. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев правительство çуртĕнче ирттернĕ канашлура аса илтерчĕ. 2027 çулччен «Ачалăх вунăçуллăхĕ» проектпа республикăра тĕрлĕ ĕç-пуç ирттерме палăртаççĕ.