Кабмин
Республика кунĕ коронавирус сарăлнине пула пысăк уяв программипе палăрса юлмарĕ пулин те историе пĕлтерешлĕ пулăмсемпе кĕрсе юлĕ. Канаш хулинче çĕнĕ производство, Хĕрлĕ Чутайпа Шупашкарта кану тата вĕрентӳ вырăнĕсем хута кайнă. Экономикăн аслă канашĕнче вара республикăн çитес çулсенчи аталанăвне палăртнă.