Экологи наци проекчĕ çут çанталăк пурлăхне упрама пулăшать
Чăваш Енре халăхран çӳп-çап пуçтарассине йĕркеленĕ, анчах ку енĕпе ĕç тата та чылай-ха. Халĕ ăна уйрăммăн пуçтарса тирпейлеме пуçламалла. Çĕнĕ Шупашкарти полигонра тепĕр хут усă курма уйăрнă çÿп-çапăн 3 процентне çеç тирпейлеççĕ, ыттине ют регионсене илсе каяççĕ. Çак ĕçе йĕркелеме экотехнопарк тумалла. Ун валли 1 миллиард çурă укçа кирлĕ.