Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнмалла
Çуллахи вăхăтра республикăра вăрмансенче кăвайт чĕртме чараççĕ, кăçал ку йĕрке ака уйăхĕн пуçламăшĕнчех вăя кĕчĕ. Ăна пăхăнманнисене административлă явап тыттараççĕ. Çирĕп тапхăр вăхăтĕнчи штраф виçи ахаль чухнехинчен икĕ хут пысăкрах пулин те, йĕркене пăсакансем çав-çавах тупăнаççĕ. Кăçал Шупашкарта, Шупашкар, Канаш тата Элĕк районĕсенче пушар ытларах тухнă.