ru24.pro
Новости по-русски
Июнь
2020

Кашни ĕнешĕн укçа парĕç

Халăха çуллахи вăхăтра сĕт хакĕ чакни пăшăрхантарать. Чăваш Республикинче анчах мар, Раççейри мĕнпур регионта çакнашкал лару-тăру. Чĕртаварăн сутлăх хакне тата кил хуçалăхĕнчи ĕнесен йышне сыхласа хăварас тĕллевпе иртнĕ эрнере республика ертӳçи Олег Николаев тивĕçлĕ йышăнусем тăвассине палăртнăччĕ. Хăçан тата мĕнлерех пулăшу пулассине паян Правительство ларăвĕнче сӳтсе яврĕç.