Çемье енчĕкне – хушма укçа-тенкĕ
Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 3 çултан пуçласа 16 çулхи ача ÿстерекен çемьесем пулăшу укçи илме пуçларĕç. Патшалăх паракан хушма тÿлев нумай кил-йышсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшле. Шупашкарта пурăнакан, 5 ача çитĕнтерекен Григорьевсем çак пулăшăва малтанхи кунах илме пултарнă. Укçа-тенкĕпе ачасене кирле япаласем туянас тĕллевлĕ.