ru24.pro
Новости по-русски
Май
2020

Хĕрлĕ Чутайсем Республика кунне хатĕрленеççĕ

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Республика кунĕ. Кăçал вăл тата сумлăрах пулмалла — Чăваш Ен пĕр ĕмĕр тултарать. Çулсеренех уява тӗрлӗ вырӑнта ирттересси ырӑ йӑлана кĕнӗ. Хальхинче Шупашкарпа танах Хĕрлĕ Чутай районĕнче пулĕç уяв лапамĕсем. Пысăк ĕç пурнăçлама чутайсем 10 млн тенкĕлĕх грант выляса илнĕ.