Паттăрсене манмаççĕ
Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пин-пин салтак пуçне хунă, хыпарсăр çухалнă. Вĕсен вилĕмсĕр паттăрлăхĕ, шăпи паянхи ăрăва кăсăклантарма пăрахмасть. Вăрçă ахрăмĕ çулран çул аякра юлса пырать пулин те. Паттăрсен ятне упрасси, тăнăç пурнăçшăн юн тăкнă салтаксен палăкĕсене тирпейлесе пăхса тăрасси - таса та сăваплă ĕç. Чăваш Енри çак чыслă вырăнсем пирки каласа кăтартакан астăвăм кĕнеки кун çути курчĕ.