Чире çĕнтерме пулăшмалла
Кăшăллă вирус алхаснă вăхăтра республикăри вуншар пĕрлешӳ пите хуплакан хатĕрсем кăларма пуçларĕ. Вĕсенчен пĕри - «Яхтинг» предприяти. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев çитсе килчĕ.