Кĕрешÿ хĕрсе пырать
Республикăри кашни районта тата хулара кăшăллă вируспа чирленĕ çынсем пур. Сăмахран, Тăвай районĕнче вĕсем 58. Телее, вĕсенчен 49-шĕ сывалнă. Чире сарăлма парас мар тесе мĕнле ĕçсем туса ирттернине телефонпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке каласа парать.