ru24.pro
Новости по-русски
Май
2020

Çул-йĕре юсаççĕ

Хĕл кунĕсенче çанталăк улшăнса тăнăрăн çул-йĕр те самай пăсăлнă: вырăн-вырăнпа асфальт çурăлнă, шăтăк-путăк пулнă. Хальхи вăхăтра çул-йĕр строителĕсем çак пăтăрмахсене пĕтерес тесе тимлеççĕ, тĕрлĕ вырăнти çулсене юсаççĕ.