100 çула халалласа
Чăваш автономийĕ никĕсленнĕренпе пĕр ĕмĕр çитет. Çавра çула халалланă уявра пысăк йышпа пухăнасси иккĕленӳллĕ. Ĕç-пуçа паянхи лару-тăрăва шута илсе йĕркелеме тивет. Çавах та халăх мăнаçлăхне, вăй-халне, çирĕплĕхне кăтартса паракан проектсем чылай пулĕç. Чăваш наци музейĕ тăван çĕрĕн мухтавлă çыннисемпе çĕнĕ мелпе паллашма йыхравлать.