Çулсем такăр пулсан та, хăрушсăрлăх пирки манма юрамасть
Çулсем такăр пулсан та, хăрушсăрлăх пирки манма юрамасть. Çанталăк йĕпе-сапа тăнă чух уйрăмах тимлĕ пулмалла. Паян Шупиашкарти Мускав проспектĕнче харăсах 6 автомашина аварие лекнĕ. Инкек кăнтăрла иртни икĕ сехет тĕлнелле пулса иртнĕ.