Етĕрне тăрăхĕ илĕртет
Чăваш Енре «Раççей пенсионересен Союзĕн» регионти уйрăмĕ йĕркеленнĕренпе кĕçех чĕрĕк ĕмĕр çитет. Районсемпе хуласенче паян пенсионерсен 26 пĕрлешĕвĕ ĕçлет. Вĕсем пурте Етĕрне тăрăхĕнче тĕл пулчĕç. Ĕçпе те, пултарулăхпа та çамрăксенчен пĕрре те кая юлман ветерансене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.