Авариллĕ çуртсем пулмалла мар
Чăваш Енре 2013-2017 çулсенче çынсене юхăннă çуртсенчен куçармалли программа туллин пурнăçланнă. Пирĕн республика ку енĕпе ăнăçлă ĕçленине палăртмалла, хăш-пĕр муниципалитетра çакнашкал çуртсем пачах та юлман. Çав вăхăтрах киивисене пăсман тĕслĕхсем çителĕклех. Çĕмĕрле хулинче 105 авариллĕ çуртран 17-не çеç пăснă. Мĕн чăрмав кÿрет-ха çак çуртсене тĕпĕ-йĕрĕпе тасатма? Тупсăмне Алексей Зотиков корреспондент шырарĕ.