Ĕçпе хӳтĕлеве хатĕр
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăхăн пурнăҫне лайăхлатмалли хушма мерăсем пирки хушу алă пусса ҫирĕплетнĕ. Унпа килĕшӳллĕн спорт тытăмне аталантарма 500 млн. тенкĕ уйăрма йышăннă. Ку нухратпа физкультурăпа спорт объекчĕсене çĕнетме май килĕ. «Спорт пурнăç йĕрки» федераци проекчĕпе вара республикăри 9 районта ГТО нормисене памалли лапамсам тума май килĕ.