Ĕçлĕ çулçӳрев
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çÿревпе Канаш районĕнче пулчĕ. Ачасене цифра технологийĕсене вĕрентмелли центр ĕҫĕ-хĕлĕпе, сивĕтмĕшсем кăларакан предприятие хута яма хатĕрленнипе паллашрĕ. Çавăн пекех Шăхасан салинче çĕнĕ культура керменне çĕклесси еплерех пынине тĕрĕслерĕ.