Клуб уçăлчĕ
Ял тăрăхĕсене аталантармалли программăпа юлашки пилĕк çулта фельдшер пункчĕсемпе клубсене, ача сачĕсемпе шкулсене, библиотекăсене çĕнетме 10 миллиард тенкĕ тăкакланă. Ытти патшалăх программисем те ялти пурнăçа хăтлă та меллĕ тума пулăшаççĕ, çине-çинех çĕнĕ объектсем хута каяççĕ. Çак кунсенче Канаш районĕнчи Маякри тата Вăрнар районĕнчи культура çурчĕсем юсав хыççăн алăкĕсене уçрĕç.