«Ылтăн кĕркунне»
Мускавра çак кунсенче йăлана кĕнĕ «Ылтăн кĕркунне» курав пырать. Раççей ял хуçалăх министерстви йĕркелекен уявра регионсем хайсен çитенĕвĕсемпе паллаштараççĕ. Çĕршывăн тĕп хулинче мухтавлă çĕр çыннисемпе пĕрле пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те ĕçлет.