Чунçÿрев 30 çулта
Пăлхар, Пÿлер, Сăвар — авалхи чăваш хулисем. Кам унта пулман чăн чăваш мар теççĕ чунташсем. Çулленех йăхташсем пурăннă вырăнсене çитсе куракансем хăйсене çапла чĕнеççĕ, хăйсен çул çӳревне вара вĕсем «Чунçÿрев» теççĕ. Вĕсем пĕрремĕш хут çула тухнăранпа кăçал 30 çул çитрĕ.