ru24.pro
Новости по-русски
Октябрь
2019

Нумай ачаллă Ивановсен çемйине çĕнĕ çуртпа тивĕçтернĕ

Республикăра нумай ача-пăчаллă çемьесене пулăшма çулсеренех хыснаран 100 миллион тенке яхăн укçа уйăраççĕ. Кǎçал 641 нумай ачаллǎ çемье çěр лаптǎкне тивěçнě. Унсăр пуçне черетре тăракансене хваттер е çурт параççĕ. Пăрачкав районĕнчи 7 ачаллă Ивановсен çемйи те малашне çута та хăтлă çуртра пурăнĕ.