ru24.pro
Новости по-русски
Октябрь
2019

Шыв пашнине юсанă

Шыв пашнине юсанă

Çын кĕлетки 60-70 процент таран шывран тăрать. Çавăнпа мĕн ĕçни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Паян республикăра хуçалăхра усă курмалли е ĕçмелли 1400 ытла шыв уçламалли пусă, унсăр пуçне 1397 шыв пашни шутланать. Вĕсенчен нумайăшне юсама вăхăт çитнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Хушăвĕпе çитес çул шыв уçламалли пусăсемпе пашнесене çĕнетме пуçлĕç. Çакна валли 200 миллион тенкĕ уйăрнă